Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăх вăрри

Вăрланă чăхсене ялти тепӗр хӗрарăма туянма сӗннӗ. Лешӗ чăн та, пӗр чăхха илсе юлнах... бутылка сăмакунла.

Аксу районӗнчи 59-ти арçын кăнтăрла ялти пӗр хӗрарăмăн чăххисемпе автанӗ пӳрт умӗнче çӳренине асăрханă та канăçне çухатнă. Каçхине витене вăрттăн кӗрсе чăх-чӗпе миххе чиксе тухнă. Çапла майпа кил хуçине 1750 тенкӗлӗх сиен кӳнӗ вăл. Вăрланă чăхсене ялти тепӗр хӗрарăма туянма сӗннӗ. Лешӗ чăн та, пӗр чăхха илсе юлнах... бутылка сăмакунла. Ӗçмелли тупăннипе савăннă арçын вăрланă автанпа тепӗр 5 чăхха çак кил умӗнчех хăварнă. Ахăртнех каярах килсе илес тенӗ...
Арçын хăй айăпӗнчен тунмасть. Кил хуçине кӳнӗ тăкака та саплаштарнă. Суд ăна чăхсене вăрланăшăн 180 сехет ӗçпе тӳрленме приговор йышăннă.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев