Чăваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова çуралнă кунпа саламлатпăр!
Ӗнер, февралӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстанри Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ Николай Угаслов çуралнă кунне паллă турӗ. Николай Федорович чăваш халăхӗн паттăр та мухтавлă ывăлӗ. Хăйӗн ырă ӗçӗсемпе вăл Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче те палăрса тăрать. Чăваш наци конгресӗн президенчӗ пулса чăваш халăхӗн культурин аталанăвӗшӗн, йăла-йӗркесене тата тăван чӗлхене упраса хăварассишӗн питӗ пысăк ӗçсем туса пырать.
Февралӗн 8-мӗшӗнче Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Тус» строительство организацийӗн генеральнăй директорӗ, пирӗн ентеш Николай Угаслов çуралнă кунне палăртрӗ.
Николай Федорович чăваш халăхӗн паттăр та мухтавлă ывăлӗ. Хăйӗн ырă ӗçӗсемпе вăл Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче те палăрса тăрать. Чăваш наци конгресӗн президенчӗ пулса чăваш халăхӗн культурин аталанăвӗшӗн, йăла-йӗркесене тата тăван чӗлхене упраса хăварассишӗн питӗ пысăк ӗçсем туса пырать.
Николай Федоровича çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, çемьере тату пурнăç, юрату, ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр! Малашне тата пысăкрах ӗçсем пурнăçлама Турă сывлăх патăр сире, Николай Федорович!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев