Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш тӗрри тата мода. Мӗн пӗрлештерет вӗсене?

Чăваш хӗрупраçӗн, арăмӗн кулленхи куна пӗр кӗпе, хăнана е туя тепӗр тӗрлӗ кӗпе пулнă. Капăрлăхпа кăна уйрăлса тăман вӗсем, чи малтан пулăма кура пӗлтерӗшӗпе.

С.Колесникова тата автор сăнӳкерчӗкӗсем 

Январӗн 30-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ эрнере пуçланнă Чăваш культурин кунӗсем тепӗр мероприятипе малалла тăсăлчӗç. Ăна ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗпе Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ йӗркелерӗç. «Аваллăхран пуçласа паянхи куна» тесе палăртмалла пулӗ чăваш халăх тумтирӗн куравне. Йӗркелӳçӗсем мероприятие ТАССР тата ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă.

Чăваш халăхӗн тумтирӗн илемне туллин кăтартма тăрăшрӗç вӗсем. Наци тумӗ чăвашсен пуян та капăр çеç мар, унăн йăла-йӗрке пӗлтерӗшӗ пысăк. Авал кашни çемьен хăйӗн тӗрри, палли пулнă. Тӗрленӗ кӗпе чи малтан хуçишӗн, вырăсла каласан, оберег вырăнне пулнă. Чăваш хӗрупраçӗн, арăмӗн кулленхи куна пӗр кӗпе, хăнана е туя тепӗр тӗрлӗ кӗпе пулнă. Капăрлăхпа кăна уйрăлса тăман вӗсем, чи малтан пулăма кура пӗлтерӗшӗпе. Паллах, паянхи кун эпир çак йăласене тытса пымастпăр, хальхи саманан урăхла ыйтăм. Çапах костюм историне, унăн аталанăвне пӗлни, ăна çитӗнекен ăрусене парса пыни кирлех. Ку пирӗн еткерлӗх, пуянлăх.

Çак шухăша тӗпе хурса йӗркеленӗ те мероприятие. Сцена çине чи малтан авалхи тумтире тӗпе хурса çӗленӗ костюмсемпе тухрӗç. Пăлхар тапхăрӗнчен пуçласа хальхи кӗпесем таранччен паллашма пулчӗ савăнăçлă куравра, çав шутра çамрăксен çӗнӗлле юхăмӗпе те. Тумтир чăвашлăхне палăртассине вӗсем хăйле кураççӗ. «Аталан» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Ксения Романова, сăмахран, чăваш тӗррине хальхи саманапа çыхăнтарма тăрăшнă. Вăл хатӗрленӗ свитшотсем çинче тӗрӗ, чăн та, çӗнӗлле курăнать. «Аталанăн» ертӳçи Юлия Еремеева та малашне çак енӗпе ӗçлеме кăмăл тунă.

Тумтир кăтартăвӗ питӗ интереслӗ иртрӗ. Номерсене хатӗрленӗшӗн «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Сильвия Чаркинăна тав турӗ. Вăл пулчӗ кăтартăвăн режиссерӗ.

Костюмсем кăтартнисӗр пуçне концерт номерӗсем те пулчӗç. Чăваш юрă искусствинче этно-джаз юхăмне йӗркелесе янă Вера Кожеманова килсе мероприятие хăйне евӗр илем, шай кӳчӗ. Çавăн пекех Софийăпа Стефания Чаркинасем юрланине, Галина Семенова ташланине курса савăнтăмăр. Мероприяти тивӗçлӗ лайăх шайра иртрӗ. Вăл Хусанта пурăнакан чăвашсене  пӗрле пухăнма тепӗр сăлтав пулса тăчӗ. Сăмах май, чӗннӗ хăнасем шутӗнче тутарсем те пурччӗ. Çавсен хушшинче тутар поэчӗ Марс Хафизов мăшăрӗпе Малина Мидхаметовнăпа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев