Чăвашсем Крымра чиркӳ лартаççӗ
Малашне вăл Севастополе хӳтӗлесе пуç хунă салтаксемшӗн кӗл тумалли вырăн кăна мар, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килекен чăвашсене пӗрлештерекен вырăн та пулӗ.
Кăçал сентябрӗн 3-мӗшӗнче Крымри Камчатка люнетӗнче Таври Архиепископне Гурий святителе халалласа йывăç храм лартма тытăннине пӗлтереççӗ Севастополь чăвашӗсем. Пурине Чăваш Енри Улатăр районне кӗрекен Суйкăн ялӗнче пураласа илсе кайнă-мӗн. Хальхи вăхăтра унта ӗçсем хӗрсе пыраççӗ. Сăмах май, чиркӗве лартаканнисем те Чăваш Ен платникӗсемех иккен. Вӗсем Роман Чернов, Николай Маркелов, Григорий Тигинов, Григорий Афанасьев, Владимир Апраксин.
Чăвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ çак храмра (1866 çулхи майăн 11-мӗшӗнче кунта Хусан епархийӗн Шупашкарти епископӗ пулнă Гурий архимандритăн хиротонийӗ иртнӗ. Каярах вăл кунта Николай Ильминский вырăс миссионерӗпе пӗрле Хусан çутӗç братствине йӗркеленӗ) ӗçсем еплерех пынине курма октябрӗн 7-мӗшӗнче Севастопольти чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗн хастарӗсем пынă. Чиркӗве Севастопольшӗн пӗлтерӗшлӗ вырăнта – Камчатка люнетӗнче – лартаççӗ. Малашне вăл Севастополе хӳтӗлесе пуç хунă салтаксемшӗн кӗл тумалли вырăн кăна мар, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килекен чăвашсене пӗрлештерекен вырăн та пулӗ.
Севастополь чăвашӗсемшӗн ку тӗлпулу ахаль экскурси кăна пулманни те паллă. Храмра пӗрле чей ӗçнӗ май ăш-пиллӗ калаçура вӗсем Крым чăвашӗсем мӗнле ӗçсем илсе пынине каласа панă, Севастопольти «Туслăх» фольклор ушкăнӗ вара чăвашла юрăсем юрласа савăнтарнă. ЧНК президенчӗн Крымри полномочиллӗ представителӗ Андрей Яковлев Таври архиопископӗ Гурий святитель ячӗллӗ храмăн настоятельне Александр Григорьев иререя ăшшăн йышăннăшăн, чăваш платникӗсене сăваплă ӗçшӗн тав тунă.(А.Яковлев сăнӳкерчӗкӗсем. https://hersones.org/novosti/8423-chuvashi-sevastopolskogo-nacionalno-kulturnogo-obschestva-pobyvali-na-meste-stroi ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев