Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен пӗрлехи супранӗ мӗн пысăкăш пулать-ши?

Çак пысăк сурпана Чăваш тӗррин кунне халалланă уявра тӗрӗллӗ костюмсен демонстрацийӗ вăхăтӗнче кăтартӗç

Чăваш Республикин Культура министерстви пӗлтернӗ тăрăх, ноябрӗн 1-29-мӗшӗсенче кӳршӗсем патӗнче «Сурпан Пӗрле» пӗтӗм халăх акцийӗ иртет. Ăна Чăваш тӗррин кунне халалланă.

Республикăри районсемпе хуласенче тӗрӗ ăстисем пӗрле сурпан тӗрлесе хăйсен ăсталăхне Чăваш тӗррин кунӗнче кăтартӗç. Акци пынă хушăра – сурпанăн икӗ вӗçӗ валли – кашни район икӗ пир татăкӗ тӗрлет. Варринче «Паха тӗрӗ» маçтăрӗсем тӗрленӗ «Пăрле» логотип пулать. Çак фабрикăрах мӗн пур тӗрленӗ пир татăкӗсене пӗр сурпана пӗрлештерӗç те аяккисене тесьмапа тытса тухӗç.   

Çак пысăк сурпана Чăваш тӗррин кунне халалланă уявра тӗрӗллӗ костюмсен демонстрацийӗ вăхăтӗнче кăтартӗç.

Аса илтеретпӗр, Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Олег Николаевăн Указӗпе килӗшӳллӗн, чăваш халăхӗн культура еткерлӗхӗн пӗр пайне – чăваш тӗррине упраса хăварас тӗллевпе Чăваш тӗррин кунне кашни çул ноябрӗн 26-мӗшӗнче паллă тума йышăннă

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев