Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлисен шучӗ хӗрӗхрен иртнӗ

Пульницари ытти медиксем штатлӑ режимра пӗтӗм нормӑсене пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ

Тутарстанра коронавирус ертнӗ 16 ҫӗнӗ ҫынна пульницасене вырттарнӑ
Хусансӑр пуҫне пӗр ҫынна Ҫӳльту районӗнче госпитализациленӗ.
Ҫӳльтури тӗп район пульницинче мӗн пур санитарипе эпидемиологи ӗҫӗсене туса ирттернӗ. Учрежденишӗн хӑрушлӑх ҫук. Самоизоляци режимне персоналӑн пӗр пайне кайма тивнӗ. Вӗсем пурте килӗсенче лараҫҫӗ, ҫавӑнпа педиатрипе йышӑну покойӗ вӑхӑтлӑха ӗҫлемест. Икӗ эрнелӗх самоизоляцирен тухсан вӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Пульницари ытти медиксем штатлӑ режимра пӗтӗм нормӑсене пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫсем ҫырнӑ тӑрӑх, Элмет районӗнче те имӗш пӗр ҫынра ҫак вируса асӑрханӑ пулнӑ. Анчах вӑл хыпар ҫирӗпленмен. Апла пулин те службӑсем мӗн пур кирлӗ санитарипе эпидемиологи ӗҫӗсене туса ирттернӗ.
Кашни факта Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫин тимлӗхре тытать.
Мӗн пур 16 ҫӗнӗ пациента Республикӑри инфекци пульницине вырттарнӑ. Ҫапла, паянхи куна Тутарстанра коронавируса 41 ҫынра тупса палӑртнӑ. Пурте е ют ҫӗршывран, е Мускавран, Мускав облаҫӗнчен килнисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев