Чӗмпӗрти "Эревет" ансамбле Владимир Бабайкин саламланӑ
Кирек мӗнле сцена çине тухсан та, «эреветсем» чӗрӗ кӗвӗ кăларса чӗрӗ сасăсемпе юрлани – ансамблӗн почеркӗ пулса тăчӗ
Чӗмпӗрти чăваш юррин «Эревет» халăх ансамблӗ 35 çул тултарнă. Çак коллектив 1986 çулта Çӗнӗ Хулари «Руслан» Культура керменӗ çумӗнче йӗркеленнӗ. Ун чухне «Руслана» тума кăна тытăннă пулин те, çакăна чăваш ансамблӗ пулассине пӗлтерсе йăхашсем çурт путвалӗнче репетицисем ирттере-ирттере савăл çапса хунă.
Юрăçсем ăçта кăна кăтартман пуль хăйсен пултарулăхне. Чӗмпӗрти «Еткер» телепередачăн малтанхи кăларăмӗсенче вокал ушкăнне нумай кăтартатчӗç. Çынсем те улшăнаççӗ, репертуар та. Çапах, кирек мӗнле сцена çине тухсан та, «эреветсем» чӗрӗ кӗвӗ кăларса чӗрӗ сасăсемпе юрлани – ансамблӗн почеркӗ, стилӗ пулса тăчӗ.
Уяв каçӗнче юлашки 10 çул ытла Станислав Толстов ертсе пыракан коллектива Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА ертӳçин çумӗ Владимир Бабайкин саламланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев