Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш журналисчӗсем те хӑйсемпе ҫыхӑннӑ хисеплӗ ята илсе курӗҫ

Мӗн пур документацие ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви хатӗрлӗ

  ​

Михаил Игнатьев Чăваш Ен Пуçлăхӗнче ӗçленӗ чухне, вăл вăхăтра «Хыпар» хаçата ертсе пынă Валери Туркай канашлусенчен пӗринче республика ертӳçине «ЧР Тава тивӗçлӗ журналисчӗ» хисеплӗ ята çирӗплетме сӗннӗччӗ. Тем, малалла каймарӗ ку ырă пуçару. Унтанпа редакторсем кăна мар, министрсем те, пуçлăхсем те улшăнчӗç. Журналистсем хутшăнмасăр та мар.

«Хыпар» хаçатра ӗçлекенсем республикăн çӗнӗ Пуçлăхӗпе тӗлпулсан, ку ыйтăва тепӗр хут çӗкленӗ. Олег Николаев вӗсене ăнланнă. Ӗнер чăваш халăх поэчӗн пуçарăвне Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Администрацийӗ çумӗнчи Общество канашӗ ырлани çинчен пӗлтӗмӗр. Канаша кӗрекенсем республикăра журналистикăри хисеплӗ ята çирӗплетессишӗн пӗр саслăн пулса сасăланă.

Мӗн пур документацие ЧР Цифра аталанăвӗн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви хатӗрлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев