ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Константин Малышев аса илет
Мӗнрен пуҫланчӗ
Февральти пӗр ытларикун ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн ӗҫ пулӗмӗнче чӑвашла юрӑ янӑрарӗ. Дмитрий Самаренкин, чӑвашла лайӑхах калаҫаймасть пулин те, юрлама – таса сасӑпа шӑрантарать тахҫанах халӑх юррине ҫаврӑннӑ "Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫа". Кашни сӑмаха юрласа ҫитерсе кӑкӑртан кӑлӑрать илемлӗ баритон. Чун хӗлӗхӗсем чӗтрене-чӗтрене илӗҫҫӗ.
Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи ашшӗ-амӑш юррисене кӑмӑллани сисӗнет.
"Ҫӗр пин юрӑллӑ халӑх вӗт эпир!, – тесе мӑнаҫланать йӑхташсемпе наци лидерӗ. – Атьӑр, чӑвашла юрлакансен конкурсне тӑватпӑр? Республикӑри пӗтӗм чӑваш хутшӑнтӑр унта!"
"Пирӗн "Чӑваш шӑпчӑкӗ" пур, анчах та вӑл 2022 ҫулта кӑна пулать", - тесе ӑнлантараҫҫӗ ҫумӗсем ЧНКА Канашӗн предселательне.
"Ҫук, кӑҫалах ирттермелле. Ӑна Тӑван чӗлхесен ҫулталӑкне халалламалла. Укҫине – тупатпӑр!"
Ҫакӑнтан хатӗрленӳ ӗҫӗ пуҫланчӗ. Тутарстанра юрлакан нумай. Конкурсӑн Положенине хатӗрлерӗмӗр, ӑна ЧНКАн черетлӗ отчетпа суйлав Конференцийӗнче районти предселательсене валеҫсе патӑмӑр.
Нет комментариев