Чӑвашӑн картишӗнче юр купаланса выртмасть
Ҫак шухӑшсене журналистсене Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Пукаш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Тутарстанри Лайӑш районӗнчи Аслӑ Кабан ялӗнче пурӑнакан таврапӗлӳҫӗ Альберт Кольцов каларӗ
Вӑл ку хӗлле юр тасата-тасата хапхи ҫумне пысӑк купа купаласа хунӑ. Тата юр ҫусан юр купи часах ҫурт тӑрринчен те иртсе кайма пултарать. Пӗчӗкрен хӑнӑхнӑ ӗҫрен аслӑ ҫулти ҫын ывӑнмасть. Юр хырса тасатмалли хатӗрсене те хӑй ӑсталать. Пысӑкрах хыркӑч та пур унӑн, пӗчӗкреххисем те. Вӗсем Альберт Мироновичӑн мӑнукӗсене кӗтсе гараж стени ҫумне тӗршӗнсе тӑраҫҫӗ.
Мартӑн варри ҫывхӑрса пырать пулин те, юр тасатмалли инструментсене аслӑк тӑррине хума васкамасть-ха кил хуҫи. Вашават пенсионер кӑмӑлне пӑхӑнса куллен вуншар ҫухрӑм хутлакан хӑма йӗлтӗрсем те алӑк ҫумӗнчех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев