Чыс та хисеп ӗҫ ветеранӗсене!
Майпа усă курса эпир те хамăрăн аслă ӗçтешӗмӗрсене саламлатпăр
Октябрӗн 1-10-мӗшӗсенче Раççейре Ваттисен декадине палăртаççӗ. Тутарстанăн кашни муниципаллă йӗркеленӗвӗнче çак тапхăрта тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ: тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗнчен пуçласа концертсем таран. Эпир те майпа усă курса хамăрăн аслă ӗçтешӗмӗрсене, юлташăмăрсене саламлатпăр!
«Сувар» республика хаçатӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва кайнисен хушшинче – паллă çыравçă тата журналист, ЧР тата ТР Писательсен союзӗсен пайташӗ Николай Сорокин. Николай Михайлович хаçата кун çути кăтартма тăрăшнă хастарçă. 1993 – 1998 çулсенче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗнче вăй хунă.
Паллă çыравçă, журналист, ЧР тата ТР Писательсен союзӗсен пайташӗ Евгений Турхан хаçат тухма пуçланă 1993 çултанпа редакципе тачă çыхăнура. Пенсире пулин те Евгений Андреевич «Сувар» çумӗнчи «Сунтал» литпӗрлешӗве ертсе пырать.
Николай Степанцев «Сувар» хаçатпа вăл тухма пуçланăранпах тачă çыхăну тытнă, фотокорреспондент пулса тăрăшнă. Хаçатра Николай Степанович 2008 çулччен ӗçлерӗ.
Пултаруллă журналист Людмила Антипова та хаçат тухма пуçланăранпах унпа туслă. Штат сотрудникӗ пулса 1995 – 2001 çулсенче ӗçленӗ. «Таканкки» ача-пăча страницине ертсе пыратчӗ вăл.
Аслă юлташăмăрсене чӗререн тав туса чи ăшă сăмахсем калатпăр. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, канлӗ ватлăх сунатпăр. Эсир пирӗншӗн ырă тӗслӗх.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев