Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чи лайăх педагог династийӗ» конкурса заявкăсем йышăнма пуçланă

«Чи лайăх педагог династийӗ» Пӗтӗм Раççей конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă. Ăна Педагог тата вӗрентекен çулталăкне халалласа РФ Çутӗç министерстви ирттерет.

Пирӗн çӗршыв педагогсен династийӗсемпе чăнах та пуян. Нумайăшӗн историйӗ XIX ӗмӗртех пуçланнă, хăш-пӗрисен педагогикăри пӗрлехи стажӗ вара пин çултан та иртет-мӗн. Çакăн çинчен РФ çутӗç минситрӗ С.Кравцов та каланă.

«Чи лайăх педагог династийӗ» конкурс виçӗ номинаципе иртет:

× «Фундамент будущего» (пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 50 çултан пуçласа 150 çулччен шутланакан династисем валли);

× «Призвание быть» (пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 151 çултан пуçласа 300 çулччен шутланакан династисем валли);

× «Из века в век» (пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ 300 çултан та ытларах династисем валли).

Конкурс икӗ тапхăрпа иртет. Пӗрремӗш тапхăрта хутшăнакансен заявка памалла. Унпа пӗрле династири педагогсен портретлă тата пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсене, çемьери педагогсен ӗçӗ-хӗлӗ, миçе ăру пулнине, мӗнле наградăсем илнине кăтартакан, педагогикăри стажӗ пирки каласа паракан видеовизиткăн ссылкине ярса памалла. Çак материалсене жюри пăхса тухса хаклать те 30-тан ытла мар династие суйласа илет.

Конкурсăн 2-мӗш тапхăрӗ октябрӗн 12-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулинче виçӗ турпа иртет.

Хутшăнас текенсен заявкăна 2023 çулхи сентябрӗн 15-мӗшӗччен ped.dynasty@bspu.ru электронлă адреспа ярса памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника