Чи вăрттăн ӗмӗтӗрсем пурнăçланаççӗ çак кунсенче
Эрнелӗх гороскоп 26.12 – 01.01
ТАКА 21.III-20.IV
Чи вăрттăн ӗмӗтӗрсем пурнăçланаççӗ çак кунсенче. Тунтикунран юнкунччен темӗн чухлӗ савăнмалли пулать, парнесем йышăнатăр. Хăвăрăн та хыткукарланмалла мар, тăванăрсене, тусăрсене, çывăх çыннăрсене саламламалла. Эрнен иккӗмӗш çурринче пуçлăхпа е аçăр-аннӗрпе тавлашусем сиксе тухаççӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Эрне аван иртет. Сире пысăкрах должность параççӗ е пӗр-пӗр ӗмӗтӗр пурнăçланать. Çӗнӗ çула пурнăç картлашкипе çӳлерех çӗкленсе кӗретӗр. Закон хуралçисемпе асăрхануллă пулсан ку эрнере сирӗн кăмăлăра нимӗн те хуçаймӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Вăхăт пулсан эрнипех турист пулса çулçӳреве тухса кайăр. Çапла майпа пӗтӗм ӗмӗтӗр пурнăçланӗ. Тунтикунранах тӗлпулусем, паллашусем тăтăш пулӗç. Сирӗн ыррине çеç шанмалла, вара пурте йӗркеллӗ пулать.
РАК 22.VI-22.VII
Сиенлӗ йăласемпе сывпуллашма хал çитеретӗр çак кунсенче. Эрне хăй еккипе иртет – тӗлпулусем, уяв саламӗсем, парнесем. Кӗтмен пулăмсем сиксе тухмаççӗ. Çемьеллисен мăшăрӗн çитменлӗхӗсене пит тиркемелле мар, чăтăмлăрах пулмалла. Йăнăшасси такамăн та пулать.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Çак кунсенче мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ. Юратнă çыннăр хăйне мӗнлерех тыткаланине ырласа йышăнатăр. Тен, вăл эсир тахçантанпа ӗмӗтленекен япалана парнелӗ. Çӗнӗ çул каçӗнче мăшăрăртан пӗр шит те ан уйрăлăр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Эрне хӗвӗшӳпех иртсе каять. Çӗнӗ çул уявӗ тӗлне кил-çурта тата тăрăшуллăрах тирпейлемелле-çке. Çулталăкăн юлашки кунӗсенче çӗнӗ ырă йăласене пурнăçа кӗртме аван. Тӗслӗхрен, сывă пурнăç йӗркине тытса пырасси, апат-çимӗçе суйласа çиесси... Эсир юратнă çыннăрăн ирӗкне хӗсӗрлемесен çемьере хирӗçӳ тухмасть.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Эрне питӗ лайăх иртет. Çак кунсенче пулас çемьен никӗсне хывма шанăç пулать. Юратуран ирӗклисен çын çине ытларах тухмалла. Уява килте пӗччен ирттермелле мар. Çулталăка ыррине шанса, ăнăçăва ӗненсе кӗтсе илмелле.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çӗнӗ çул – çемье уявӗ. Çак кунсенче сирӗн çемье нихăçанхинчен çирӗп. Кил-тӗрӗшри ӗçсене пӗрле туни те витӗм кӳрет пӗрлӗх çине. Уяв тӗлне кил-çурт валли техника е сӗтел-пукан туянсан шеп пулӗ. Кивелсе юрăхсăра тухнă япаласене кăларса пăрахăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Мăшăрăрпа та, тăванăрсемпе те хутшăнусем лайăхланаççӗ. Нумай вăхăт пӗр чӗлхе тупайман çынсене те уявпа чӗререн саламлăр. Çакна ырласа йышăнӗç, мирлешме сӗнӗç. Енчен те сирӗн çемье пысăк, ачасем те пур-тăк, уяв программине ятарласа хатӗрлемелле.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çемьен пурлăх пайне çирӗплетесси çине пусăм тумалла çак кунсенче. Уяв умӗнхи ӗç укçипе кил валли пысăк япала туянма та май килӗ. Кил-çуртра усă курма техника туянни те аван. Çӗнӗ çула килтех кӗтсе илӗр. Эрне вӗçӗнче тăванăрсемпе уйрăмах тимлӗ пулăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çак кунсенче юратнă çыннăрпа тăтăш пӗрле пулăр. Ăна сюрпризсемпе тӗлӗнтерӗр. Парне туяннă чух хыткукар ан пулăр. Савнă çыннăра ытларах тимлӗх уйăрăр. Енчен те сирӗн ача пур-тăк, ăна хăй ыйтакан япалана парнелӗр. Ачан савăнăçӗ нумая пырӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Юлашки вăхăтра ывăнни сисӗнет. Енчен те сирӗн çемьери ӗçсемпе чăрманмалла мар-тăк, канса вăй илӗр – тăраниччен çывăрăр, кăшт кахалланнишӗн никам та ӳпкелемӗ. Тутлă апат, интереслӗ кӗнекесем, хăвăра килӗшекен фильмсем илӗр те çисе, вуласа, пăхса канăр. Эрне вӗçӗнче çӗрлехи клубсене çӳреме хушмаççӗ çăлтăрсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев