Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чикӗ леш енне канма каякансене пырса тивекен улшӑнусем

Паян, январӗн 20-мӗшӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе чикӗ урлӑ каҫакансене пырса тивекен улшӑнусем вӑя кӗнӗ. Кун пирки «Татар-информ» пӗлтерет.

Унчченхи йӗркесемпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей ҫыннисем ют ҫӗршывсене загранпаспортпа кӑна ҫӳреме пултарнӑ. Анчах  пилӗк ҫӗршыва – Абхази, Беларусь, Казахстан, Кӑркӑсстан тата Кӑнтӑр Осетия  Раҫҫей турисчӗсене РФ паспортӗпех,  14 ҫултан кӗҫӗнреххисене кун пек чухне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑпа кӗртнӗ.

Январӗн 20-мӗшӗнчен Раҫҫей ҫыннисем тата 14 ҫултан аслӑрах ачасем ҫак пилӗк ҫӗршыва Раҫҫей паспорчӗпех ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ улшӑнусем 14 ҫултан кӗҫӗнреххисене, вӗсен Раҫҫей паспорчӗ ҫуккипе пырса тивет. Асӑннӑ ҫӗршывсене загранпаспортпа  ҫеҫ кӗртме пуҫлаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа  ачасемпе канма кайма шутлакан  ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисем валли документа  тутарма манмалла мар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #НовыеЗаконы