Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Cим-карттӑсемпе çыхӑннӑ çӗнӗ ултав

Раççейре, çав шутра Тутарстанра та, шулӗксен çӗнӗ схеми палӑрнине пӗлтерет ТР Патшалӑх управленийӗнчи цифра аталанӑвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхӑну министерствин пресс-служби.

Ултавçӑсем абонента мобильлӗ оператор ятӗнчен шӑнкӑравласа унӑн сим-карттин срокӗ тухнине пӗлтереççӗ. Кун хыççӑн телефон çине смс-код килет. Ăна пӗлтерме ыйтаççӗ. Нумайӑшӗ çухалса кайнипе е тӳрех шаннипе вăрттăн кода калать. Анчах та усал шухӑшлӑ çынсен тӗллевӗ – сирӗн симка мар, онлайн-банк. Код илсе вӗсем шӑнкӑравсемпе смссене абонент патне мар, урӑх номер çине яраççӗ е симкӑн виртуаллӑ дубликатне тӑваççӗ. Çапла майпа вӗсем сирӗн онлайн-банка, электронлӑ почтӑна, мессенджерсене, соцсетьсене тата Патшалӑх услугисен порталне кӗме пултараççӗ.

Асра тытӑр: сим-карттӑсен срокӗ тухмасть! Номер туяннӑ чухне тунӑ договорсен условийӗсемпе, вӗсен срокӗ çук. Телефон çине килекен кодсене тата ытти информацие нихӑçан та никама та  ан пӗлтерӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники