Чистай çыннин 680 000 тенкине вăрланă
Нумай пулмасть Чистай район çынни полицие пулăшу ыйтса килнӗ. Ăна такам Энергосбыт сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăравласа электросчетчика улăштармаллине каланă
Заявкăна хăвăрт тултармашкăн унăн СМСпа килекен кода каламалла иккен. Паллах, арçын ним шутламасăрах мӗн хушнине тунă. Кун хыççăн Росфинмониторинг сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăрав çитнӗ. Арçынна Энергосбытран мар, шулӗксем шăнкăравланă, харпăр даннăйӗсене вăрланă тесе хăратнă. Ӗненмелле пултăр тесе темиçе арçын видеоçыхăнăва та тухнă унпа. Хăйне ФСБ çынни текенни терроризма пулăшса укçуна çухататăн, çавăнпа мӗнпур тупăша деклараци тумашкăн телефон çине АРК-файл уçласа илме хушнă. Видеоçыхăнăва татмасăрах банкомата кайса инструкцие çирӗп пăхăнма хистенӗ вӗсем. Сехри хăпнă арçын çухалса кайнипе хăй аллипех ултавçăсене 680 пин тенкӗ укçине куçарса панă.
Çакăн йышши шăнкăрав пулсанах мӗн тумаллине тепӗр хут аса илтеретпӗр:
1. Калаçса тăмасăрах телефона хурăр.
2. Хуть мӗнле информацие организацие кайса е шăнкăравласа тӗрӗслӗр.
3. Харпăр даннăйсене нихăçан та никама та ан калăр.
4. Банк, право хуралӗн тата ытти патшалăх учрежденийӗн сотрудникӗсем нихăçан та конфиденциаллă информацие ыйтмаççӗ, нимӗнле тупăша «деклараци» тума та, «шанчăклă» шут çине куçарма та ыйтмаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев