Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçлеме те, вӗренме те меллӗ пулӗ

Анат Кама мэрӗ Рамиль Муллин хăйӗн социаллă сечӗсенче хулара питӗ хăватлă ИТ-зона уçасси пирки çырнă


Анат Кама мэрӗ Рамиль Муллин хăйӗн социаллă сечӗсенче хулара питӗ хăватлă ИТ-зона уçасси пирки çырнă

Иртнӗ эрнекун çӳллӗ технологиллӗ центра мӗнлерех тăвасси пирки сӳтсе явнă çӗре хулари пур пысăк предприяти те хутшăннă. Вӗсенче пуринче те цифровизаци вăйлă аталаннă. Çавăн пек зона туни хула пуçлăхӗ шухăшӗпе Анат Камăри пурнăçа çӗнӗ сывлăш вӗрсе кӗртет, çӗнӗ кадрсем те туртăнӗç хулана. Паллах, ИТ-центрта ачасене вӗрентме тӗрлӗ программăсем хута кайӗç.

Меллӗ инфраструктурăллă центр тăвас ыйтăва пăхса тухнă ларура. Конференц-зал, дата-центр, ӗçлӗ калаçусем ирттермелли зал, кофейня, тӗрӗслев ирттермелли пӳлӗмсемпе вӗренӳ центрӗсем ӗçлеме пуçласси паллă ӗнтӗ. 

Çитеслару июлӗн 5-мӗшӗнче.
Сăнӳкерчӗк Р.Гали («Татар-информ») ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане