Çӗленсем кăçал иртерех вăраннă
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗленсем кăçал иртерех вăраннă

Хальхи вăхăтра сăртсен уçланкисенчи ăшă вырăнсенче вӗсем çăмхаланса туй тăваççӗ

Республика территорийӗнче тăватă тӗслӗ çӗлен пурăнать –хурăн пуçлă çӗлен, медянка, хура çӗлен тата хирти хура çӗлен.

Çӗленсем çынна пӗрремӗш тапăнмаççӗ. Ытларах чухне сасă илтсен çӗлен тарма васкать. Анчах та вӗсем патне çывхарсан, хăшӗ-пӗрисем хӳтӗленсе сăхма пултараççӗ. Енчен те çӗлен сăхсан тӳрех медицина учрежденине çитме васкамалла. Сурана ӗнтме, тарăн касма юрамасть. 


Нет комментариев