Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӳлту ялӗнче Виктор Егоров ячӗллӗ урам пур

Çӳлтури (Высокая Гора) «Прованс» пурăнмалли комплексри урама Виктор Егоров ятне панă.

Памятная доска В.Н.Егорова

Çакăн пирки пире Çӳлту районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçин çумӗ, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн, ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн хастарӗ Вера  Юнусова пӗлтерчӗ. Вера Михайловна каланă тăрăх, Çӳлтури пӗр-пӗр урама мухтавлă ентешӗмӗрӗн ятне парас ыйтăва пӗрлехи пухура районти ЧНКЦ хастарӗсем çӗкленӗ, кирлӗ çӗре çырусем çырнă. Тӳрех мар пулсан та, ку ыйту ăнăçлă татăлнă. Питӗ савăнмалли хыпар.

Виктор Никифорович питӗ хастар чăвашчӗ: республикăри ЧНКА ӗçне хастар хутшăнатчӗ, «Сувар» хаçатпа тачă çыхăну тытатчӗ Ӗç тата вăрçă ветеранӗ.

Виктор Никифорович Егоров (19.02.1932 – 05.12.2019) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Кайпăç, Апас, Лениногорск, Çарăмсан, Тури Услон районӗсенчи ял хуçалăх управленийӗсенче, ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствинче, КПССăн Çӳлту райкомӗн иккӗмӗш секретарӗнче нумай çул ӗçленӗ. ТАССР тата РСФСР тава тивӗçлӗ зоотехникӗ. Агропромышленность комплексӗн ветеранӗ. Ырми-канми ӗçӗшӗн нумай орден-медале, Тав хучӗсене тивӗçнӗ ентешӗмӗр. ТР Чăваш наципе культура автономийӗн ревизи комиссине чылай çул ертсе пынă. Çӳлту районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн пӗрремӗш председателӗ пулнă.

Виктор Никифоровичăн ывăлӗ Олег Викторович çемйипе Çӳлтура пурăнать. Вăл вырăнти ЧНКЦ хастарӗ, кунти чăвашсен тӗревӗ.

 

В.Юнусова архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Высокая гора