Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул каçӗ Элметре уяв салютсăр иртет

Кӗтнӗ пулăм декабрӗн 31-мӗшӗнче 23:00 сехетре пуçланать те çитес çул кăна вӗçленет – январӗн 1-мӗшӗнче ирхине 3:00 сехетре.

Уяв программи нефтяниксен лапамӗнче, хулари тӗп елка патӗнче иртет. Йăла тăрăх, унта РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов саламланин тӳрӗ эфирӗн трансляцине кăтартӗç.  
«Хаваслă музыка программине хатӗрленӗ, вăл вăйăсемпе тата конкурссемпе тулӗ. Паллах, хӗллехи уявра Хӗл Мучи тата Юр Пике пулаççӗ. Çакна та каласа хăварас килет, кăçал салют пулмасть», – тесе палăртнă Элмет районӗн ӗçтăвком ертӳçин çумӗ Светлана Лаптева. Район пуçлăхӗ Тимур Нагуманов хушса каланă тăрăх, хулана капăрлатнинче кăçал тӗп вырăн математикăпа физика йышăнаççӗ. Çӗнӗ çулхи иллюминацисем валли çак наукăсене пӗр ахальтен суйласа илмен. Мӗншӗн тесен вӗсем чылай професси никӗсӗнче тăраççӗ, уйрăмах нефть кăларассипе çыхăннисенче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев