Çӗнӗ çул умӗн Тутарстан автоинспекторӗсем водительсене уявпа саламлама тухаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çул умӗн Тутарстан автоинспекторӗсем водительсене уявпа саламлама тухаççӗ

Тутарстан Республикин Патшалăх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем декабрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен профилактика рейдӗсем ирттереççӗ. Çул-йӗр правилисене пăхăнакансене вӗсем Çӗнӗ çул ячӗпе саламлаççӗ.

Рейдсем вăхăтӗнче инспекторсем çул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене уявпа саламланисӗр пуçне, çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе çыхӑннӑ усăрхаттару хучӗсене, çутта тавӑракан элементсене салатса параççӗ.

Автоинспекторсем мероприятие водительсене хӑвӑртлăх режимне пӑхӑнмаллине, çуран çӳрекенсене курсан хӑвӑртлӑха чакармаллине, ача-пӑчасене ятарлă автокреслăсемпе илсе çӳремеллине тата хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курмаллине тепӗр хут аса илтерес тесе ирттереççӗ.

Сăнӳкерчӗкӗ «Татар-информ» ИА.


гибдд рт безопасные дороги

Нет комментариев