Çӗнӗ çултан контракт çыракансене 2 миллион та 200 пин тенкӗ тӳлеççӗ
Январӗн 1-мӗшӗнчен контракат çыракансене парăнакан тӳлев 2 миллион та 200 пин тенкӗ таран ӳсет.
Тутарстанра контракт тăвакансем пӗр хутчен çакăн пек тӳлевсем илме пултараççӗ: 1,5 миллион тенкӗ – Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенкӗ – РФ Оборона министерствинчен тата 300 пин тенкӗ таран –муниципалитетсенчен. Ятарлă çар операцин зонинче вӗсем кашни уйăхра 210 пин илсе тăраççӗ. Çӗнӗ çул хыççăн Тутарстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тӗрев парассине малалла та анлăлатӗç.
Пысăк тӳлевсем, çар çыннисен çемйисене пӗтӗм енчен тӗрев пани, ятарлă çар операцийӗн зонинче мӗн кирлипе тивӗçтересси республикăн тивӗçӗ пулнине ТР Раисӗ Рустам Минниханов кашнинче палăртать.
Пӗр хут парăнакан тӳлев РФ Оборона министерствипе контракт тăвакан кашни çынна (ытти регионран пулсан та) парăнать. Укçа тӳленисӗр пуçне контрактниксене республикăри тата федераллă шайри çăмăллăхсем парăнаççӗ, вĕсене çар тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ. Раççейӗн ытти регионӗсенчен тата ют çӗршывсенчен килекенсене çул укçине тӳлеççӗ тата пурăнмалли вырăнпа тивӗçтереççӗ. Контракт çырас тапхăра та кӗскетнӗ республикăра. Кăмăл пуррисене «Батыр» центрта кӗтеççӗ.
Тутарстанра пӗр хут парăнакан тӳлеве кӑҫал сентябрь уйӑхӗнче юлашки хут ӳстернӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Узнайте больше о службе по контракту в рядах ВС РФ, а также премиях, льготах и выплатах на heroes-tatarstan.ru или по телефону 117. Также можно обратиться в Пункт отбора на военную службу по контракту (1-го разряда) по адресу: Казань, ул. Аэропортовская, 1/40; тел. (843) 221-44-52. Обратиться можно также по номеру 8 800 222 59 00 или по межрегиональному номеру кол-центра 117.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев