Çӗнӗ çулхи уявсенче Хусана 160 000 турист килсе курнă
Шӗкӗр хула хăнисене вырнаçтармалли вырăнсем вăтамран 78 процента тулнă, январь пуçламăшӗнчи кунсенче вăл 93 процента çитнӗ
Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 8-мӗшӗччен Хусана килнӗ туристсен шучӗ 160 000 пин çынна яхăн пулнă. Ку хисеп пӗлтӗрхи кăтартуран 22 000 çынна ытларах.
Кăçалхи Çӗнӗ çула Хусан урамӗсене урăхларах, çӗнӗрех сăн кӗртнӗччӗ. Çакă ытларах Кремль таврашӗнчи вырăнсене пырса тивет.
Хăна çурчӗсем вăтамран илсен 78% тулнă. Январӗн 3-5-мӗшӗсенче отельсене броньласа туристсем вӗсенчи вырăнсен 93% йышăннă пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев