Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Йӗлмелӗнче СВО паттăрне халалласа асăну хăмипе кӗтесӗ уçрӗç

Нумаях пулмасть пирӗн ялта, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçине, пирӗн вăхăтри паттăра Алексей Аюгина халалланă асăну мероприятийӗ иртрӗ. Вăл ятарлă çар операцийӗнче çар тивӗçне пурнăçланă чухне паттăррăн пуç хунă, вилнӗ хыççăн ăна Паттăрлăх орденӗпе чысланă.

Церемони Алексейӗн тăван килӗ умӗнче пуçланчӗ. Çуртăн фасачӗ çинче ăна халалласа асăну хăми уçрӗç. Паттăрăн тăван аппăшӗ Елена юратупа, хурлăхпа тулнă чуна пырса тивмелле сăмахсем каларӗ, унăн тăванӗн ывăлне халалласа çырнă чӗререн тухакан сăвви пухăннă çынсен куççульне кăларчӗ.

Унтан мероприятие хутшăнакансем Алексей вӗреннӗ вăтам шкула çул тытрӗç. Вӗренӳ заведенийӗн иккӗмӗш хутӗнче вӗренекенсем, юнармеецсем, вӗрентекенсем хутшăннипе Алексей Аюгина халалланă асăну кӗтесне уçас церемони ирт­рӗ. Церемонире Çӗпрел ра­йон адми­нистрацийӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусемпе ӗçлекен çумӗ Айрат Залялов, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков, шкул директорӗ Владимир Мискин тата пуçламăш классене вӗрентекен Светлана Головина тухса калаçрӗç. Çар çыннисем хăйсен пурнăçне шеллемесӗр ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнче хăйсен тивӗçне пурнăçласа паттăрлăхпа хăюлăх кăтартни,  Тăван çӗршывшăн тата тăван халăхшăн çапăçакан паттăрсене пирӗн асра тытасси хальхи вăхăтра пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç. Алексей Аюгин пек хăюллă çынсен паттăрлăхӗ пи­ре тăнăçлăхра, хăрушсăрлăхра пурăнма май парать. 

Алексейӗн тăванӗсемпе çывăх çыннисем, çавăн пекех вӗрентекенсем асăну кӗтесне чечексем хучӗç. Вăтам классенче вӗренекенсемпе юнармеецсем патриотла сăвăсем вуларӗç.

Мероприятие Алексейӗн аш­шӗ Алексей Александрович Аюгин та хутшăнчӗ. Вăл Çӗнӗ Йӗл­мел ял хутлăхӗн админист­рацине тата шкул дирекцине ывăлне асăнса мероприяти йӗркеленӗшӗн тав турӗ, пурне те сыв­лăх, ырлăх, ăнăçу сунчӗ. (Геннадий КАРСАКОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗcем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои