Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ рынок, çӗнӗ майсем

«Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче ӗçленӗ инвестиципе инфраструктура проекчӗсен Russia Halal Expo куравӗнче чи курăмлă вырăна«Атом» бренчӗллӗ электромобиль йышăнчӗ. Раççейре сутлăха вăл 2025 çулта тухмалла.

«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» Халăхсем хушшинчи экономика форумӗнчи çак курав бизнес-проектсене аталантармалли, сӗнмелли, форума хутшăнакансемпе диалог йӗркелемелли  чи лайăх площадка. Производительсем кунта хăйсен продукцине сӗннисӗр пуçне рынокра çӗнӗ поставщиксемпе, туянакансемпе  çыхăну йӗркелеççӗ. Хăйсен продукцине Тутарстанри, регионсенчи, ют çӗршывсенчи вун-вун предприяти тăратнă.

Экспозици пӗтӗмпе икӗ павильона, курав центрӗ умӗнче пӗр урама йышăннăччӗ. Музыка инструменчӗсенчен пуçласа техника çӗнӗлӗхсем, инвестиципе инфраструктура проекчӗсем таранахчӗ унта.

Паллах, курăмлă вырăна Раççейӗн çӗнӗ «Атом» бренчӗллӗ электромобиль прототипӗ йышăнчӗ. Машина сутлăха 2025 çулта тухмалла. Электромобилӗн пайӗсене хамăр çӗршыврисемсӗр пуçне Турци, Инди, Китай çӗршывӗсенчи пурӗ 90 компани хатӗрлӗ. Литейнăй батарейăна Тутарстанра тăвӗç. Хальхи вăхăтра республика электромобиль валли инфраструктура хатӗрлет. Çапах та машинăна хамăр çӗршыврах пуçтарӗç. Малашне ют çӗршывсен предприятийӗсенче те пухма  пултарӗç. Электромобиле СНГ, Хӗвелтухăç çӗршывӗсемпе Китайра сутма планлаççӗ.Тутарстанра электромобильсем халӗ те пур, пӗтӗмпе 400 машина. Республика территорийӗнче вӗсем валли 158 зарядка станцине вырнаçтарнă, кăçал тата 20 станци лартӗç. «Атом» электромобиль рынокра хăй туянаканне тупасси иккӗлентермест, мӗншӗн тесен перекетлӗ, зарядки 500 километр таранах çитнине шута илсен, унпа вăрăм çула тухма та хăрушă мар. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев