Çӗнӗ хосписра реабилитаци центрӗ пулӗ
Хусанти çӗнӗ хосписăн пӗрремӗш хутӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли реабилитаци центрӗ тума палăртаççӗ.
«Ку манăн ӗмӗт. Лаптăксем реабилитаци центрӗ тума май параççӗ. Эпӗ çак шухăша спортпа аппаланакан ачасемпе сӳтсе яврăм. Эпир тренажерсем туянăпăр, кунта спортзал тăвăпăр. Тутарстанран кăна мар, ытти регионсенчен те килччӗр», – тесе палăртнă Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд правленийӗн председателӗ Владимир Вавилов.
Хосписа кăçал Республика кунӗ тӗлне туса пӗтерме палăртнă. Хальхи вăхăтра урамри ӗçсем вӗçленсе пыраççӗ, шалти отделка пуçланать, унтан территорине тирпейлесси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев