«Çӗнтерӳ юррисем» онлайн-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ
«Сувар» хаçат редакцийӗ кăçалхи март – июнь уйăхӗсенче ирттернӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пирӗн вулакансем кăçал та хастар хутшăнчӗç. Ятарлă жюри, председателӗ «Ӗмӗт» фолк-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева, çак кунсенче конкурса килнӗ юрăсене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Эппин паллашсамăр, хаклă вулакансем
«Сувар» хаçат редакцийӗ кăçалхи март – июнь уйăхӗсенче ирттернӗ «Çӗнтерӳ юррисем – Песни Победы» вăрçă юррисен онлайн-конкурсне пирӗн вулакансем кăçал та хастар хутшăнчӗç. Ятарлă жюри, председателӗ «Ӗмӗт» фолк-ушкăн ертӳçи Анжелика Еремеева, çак кунсенче конкурса килнӗ юрăсене хакларӗ, çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ. Эппин паллашсамăр, хаклă вулакансем.
4 – 7 çулти ачасем
1-мӗш вырăн – Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнчи ача садне çӳрекенсен ушкăнӗ (хатӗрлекенӗ – Н.М.Аютова).
1 – 4 классенче вӗренекенсем
1-мӗш вырăн – Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсем (хатӗрлекенӗ – Л.П.Сердцева);
2-мӗш вырăн – Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнче 2 – 4-мӗш классенче вӗренекенсем (хатӗрлекенӗсем – А.Г.Мензелина, Л.А.Еферова, Л.М.Трофимова);
3-мӗш вырăн – Алексей Ефимов (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ, 2-мӗш класс. Хатӗрлекенӗ – В.И.Краснова);
3-мӗш вырăн – Раяз Нуриев (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, 1-мӗш класс. Хатӗрлекенӗ – В.Н.Кожевникова);
5 – 8 классенче вӗренекенсем
1-мӗш вырăн – Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗнче 5 – 7-мӗш классенче вӗренекенсем (хатӗрлекенӗсем – С.Н.Федорова, Н.В.Чернышева);
2-мӗш вырăн – Виктория Макарова (Çарăмсан районӗ, Акрель шкулӗ. Хатӗрлекенӗ – С.А.Еферова).
9 – 11 классенче вӗренекенсем
1-мӗш вырăн – Егор Молгачев (Çӗпрел районӗ, Кӗçӗн Упи ялӗ, 10-мӗш класс. Хатӗрлекенӗ – А.И.Молгачева);
2-мӗш вырăн – Ольга Дютина, Анастасия Архипова тата Софья Григорьева (Çарăмсан районӗ, Вăтăр Юман Киремет шкулӗ, 10-мӗш класс. Хатӗрлекенӗ – Л.Г.Дютина);
3-мӗш вырăн – Пăва районӗнчи Чăваш Киштек шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсем (хатӗрлекенӗ – О.М.Бахтинова).
18 çултан аслăраххисем
1-мӗш вырăн – «Çеçпӗл» чăваш халăх ансамблӗ (Элмет районӗ, Патраклă, ертӳçи – Л.У.Савастьянова);
2-мӗш вырăн – «Телей» ансамбль (Элкел районӗ, Чăваш Пăрнай. Ертӳçи – Е.Козырева);
3-мӗш вырăн – «Пилеш» ансамбль (Лениногорск районӗ, Çӗнӗ Шешкел. Ертӳçи – Л.Ф.Матвеева);
3-мӗш вырăн – Елена Мутина тата Татьяна Копьева (Çӗпрел районӗ, Хулаçырми. Хатӗрлекенӗ – Е.А.Мутина).
Хутăш ушкăнсем
1-мӗш вырăн – «Креатив» ансамбль («Надежда» сывлăх енчен çирӗп мар ачасен шкул-интерначӗ. Хатӗрлекенӗ – Н.А.Гришина);
2-мӗш вырăн – «Çăлкуç» ансамбль (Аксу районӗ, Беловкăри Культура çурчӗ. Ертӳçи – Т.Л.Андреева);
3-мӗш вырăн – Еферовсен çемйи (Çарăмсан районӗ, Акрель. Хатӗрлекенӗ – С.А.Еферова);
3-мӗш вырăн – «Юрай» ушкăн (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1№ шкул. Хатӗрлекенӗ – Н.Н.Васильева).
Пурне те саламлатпăр! Çӗнтерӳçӗсене редакци Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслать. Дипломсене электронлă почтăпа ярса паратпăр, парнесене редакцие килсе илмелле. Çавăн пекех çӗнтерӳçӗсене хатӗрлекенсене те, вырăн йышăнман юрăçсемпе коллективсене те Диплом (электронлă вариант) паратпăр.
Редакци конкурса хутшăннă кашни çынна тав тăвать, кулленхи пурнăçра ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем тума сунать.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев