Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНТЕРӲ ПАРКӖ ӲССЕ ЛАРЧӖ

10 пин тӗп чăрăш лартрăмăр, йӗри-тавра карта тытрăмăр

Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкел ялӗ çывăхӗнче вăрмансем сыхланса юлман. Чи çывăххи пирӗн ялтан 7 километрта вырнаçнă. Кăçал Константин Илюхин тăрăшнипе ӗлӗк колхоз пахчи пулнă вырăнта 10 пин тӗп чăрăш тата каврăç йывăççисене лартрӗç – Çӗнтерӳ паркӗ тесе ят пачӗç.

Анчах та йывăçа лартнипе кăна мар, качака-сурăхсенчен  тата ӗнесем çисе ярасран упрамалла. Çакна шута илсе ял-йыш парк тавра карта тытма укçа пуçтарма шутларӗ. 81 çын хутшăннипе 115500 тенкӗ пухма май килчӗ. Çав укçапа сетка-рабица, юпа тума пăрăхсем, юпасен хушшине сваркăпа çыхăнтарма катанка-пралук туяннă хыççăн ял çыннисем икӗ шăматкун субботник ирттерсе Çӗнтерӳ паркӗ тавра карта тытрӗç. Ку ӗçе Петр Ермишов, Юрий Петров, Константин Илюхин, Геннадий Илюхин, Евгений Илюхин, Виктор Липатов, Валерий Свежинкин, Михаил Абравников, Влад Илюхин, Константин Илюхин, Николай Липатов, Анатолий Зайцев, Кузьма Липатов, Михаил Ефимов, Сергей Ермишов, Константин Петров, Антон Алфеев хастар хутшăнчӗç. Лайăхрах ӳсчӗр тесе Тамара Абрамова йывăçсем тавра таптаса тухрӗ. Ӗçлекенсене Людмила Колесникова, Алевтина Колесникова, Татьяна Смолькова, Надежда Ермишова апат пӗçерсе çитерчӗç. 

Çӗнтерӳ паркӗнче йывăçсем лартма пулăшнă çынсене, карта тытма укçа панă ял-йыша, субботниксене хастар хутшăннисене, апат пӗçерсе çитерекенсене – пурне те пуç тайса тав тăватпăр. Паркри йывăçсене патвар ӳсме çумăр çуса пулăшасса, ял çыннисем вӗсене упрасса шанатпăр. 

Евгений ИЛЮХИН.

Кивӗ Шешкел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев