Çӳп-çап завочӗ пулатех
Тутарстанри Ешӗлвар районӗнче тума пуçланă çӳп-çап çунтаркан завода 2025 çул вӗçлениччен хута яраççӗ
Тутарстанри Ешӗлвар районӗнче тума пуçланă çӳп-çап çунтаркан завода 2025 çул вӗçлениччен хута яраççӗ. Хальлӗхе вăл 25 процент хатӗр. Технологи ӗçне тӳрех тӗрӗс палăртайманнипе пуçланă строительствăна пӗр тапхăр чарса тăма тивнӗ. Çинех тата санкцисене пула Европăран кӳрсе килес оборудование те «шăнтса лартнă», ун вырăнне урăххине шырама тивнӗ.
Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хулара çӳп-çап ыйтăвӗ кун йӗркинче çивӗч тăнине пытармасть. Ятарлă полигонсене малтан шутланинчен самай нумайрах çуп-çап пухăнать. Уйрăмах уявсенче унта кӳрекен çӳп-çап геометри прогрессийӗпе ӳссе каять. Çакна пула хула пуçлăхӗ çӳп-çапа уйăрса пуçтарассине 2024 çулта çирӗп пăхăнасси пирки ыйту лартнă. Çакăнпа пӗрлех хула халăхне экологи енӗпе воспитани парассине илсе пымаллине те астутарнă Ильсур Раисович.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев