Çӗпрел районӗнче Хӗрлӗ кӗнекери хăлхаллă тăманана курнă
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнче Хӗрлӗ кӗнекери хăлхаллă тăманана курнă

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн районти уйрăмӗн пуçлăхӗ Хӗрлӗ кӗнекери хăлхаллă тăманана тӗл пулнине ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.

Вӗçен кайăка сунара çӳремелли вырӑнсене пăхса çаврӑннӑ чух асăрханă. Вăл йывăç çинче ларнă. Хăйне камерăпа ӳкернине курсан та хăраса вӗçсе кайман, вырăнтах юлнă.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 


Биоресурс

Нет комментариев