Çӗпрел районӗнчи ветерансем Мордовине çитсе килнӗ
Çӗпрел районӗнчи Ветерансен канашӗ çулланнă çынсем сывă пурнăç йӗркине тытса пыччăр, усăллă канччăр тесе куллен тăрăшать. Пӗлтӗр эпир Марий Эл Республикине экскурсипе кайса килнӗччӗ, кăçал вара Саранска çитсе курас кăмăл çуралчӗ. Районти ветерансен юхăмӗн хастарӗсем, председателӗсем пуçтарăнтăмăр та çула тухрăмăр.
Саранск – Мордови Республикин тӗп хули. Пысăках мар, хăтлă хула, архитектура палăкӗсем нумай кунта. Саранска пырса кӗнӗ май чи малтан питӗ илемлӗ «Мордовия Арена» стадион куç тӗлне пулать. Хула варринелле çитеспе Ушаков ячӗллӗ собор тӗлӗнчен ытараймасăр иртме çук. Вăл таçтанах курăнса ларать. Экскурсовод сӗннипе унта кӗрсех куртăмăр. Собора хирӗçех çемьене халалланă скульптура ларать.
Хулана никӗсленӗ чух 1641 çулта йывăçран тунă кивӗ крепость вырăнӗнче те пултăмăр – кунта вырăс халăхӗн паллă поэчӗн Александр Пушкинăн палăкӗ тăрать.
Инçех мар Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене халалланă мемориал вырнаçнă. Унта та çитсе пуç тайрăмăр. Çак пӗлтерӗшлӗ палăксен тӳремӗ çӳллӗ, питӗ илемлӗ вырăнта вырнаçнă.
Хулари кашни урамăн ятне темиçе чӗлхепе çырса хунă. Мордва чӗлхи кăна икӗ тӗрлӗ-çке – ирçе тата мăкшă. Хăш-пӗрисем виçӗ тӗрлӗ те тесе калаççӗ, анчах та виççӗшне те пӗлекенсем сайра иккен халь.
Елена экскурсовод сăмахӗсемпе Саранскра 320 пин çын пурăнать. Н.Огарев ячӗллӗ Мордови патшалăх университечӗпе, театрсемпе, Ислам культура центрӗпе те хаваспах паллашрăмăр. Экскурсовод тата Ислам культура центрӗн представителӗсем каласа панă тăрăх Саранск хули, Мордови Республики, унта пурăнакансем пирки нумай интереслине пӗлтӗмӗр. Икӗ сехет ытла хула тăрăх çуран курса çӳрерӗмӗр. Паллă вырăнсенче сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Экскурси вӗçленсен пӗр хăтлă кафене кӗрсе апатлантăмăр, кантăмăр.
Саранскран каялла таврăннă чух çула май интереслӗ вырăнсенче чарăнтăмăр, юрласа ташлама та ӳркенмерӗмӗр.
Саранска кайса курнисен ятӗнчен çак çулçӳреве йӗркелекенсене – Рустам Хамидуллинпа Роза Насыбуллинăна, район администрацийӗпе культура уйрăмне автобус уйăрса панăшăн, Фанис Ракипов водителе пире илсе кайса килнӗшӗн чӗререн тав тăватăп, пурне те çирӗп сывлăх, çемьере телей, ӗçре ăнăçу сунатăп.
Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Йӗлмел.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев