САЛТАК САЛТАКА ПĂРАХМАСТЬ
Çӗпрел районӗн çар ветеранӗсем апрелӗн 8-30-мӗшӗсенче районти ялсенчи масарсене çитсе Афганистан, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксен вилтăприсене пăхса çаврăнаççӗ. Вилтăприсем мӗнле шайрине тӗрӗсленисӗр пуçне çӳп-çапран тасатаççӗ, ванни-туснине юсама тăрăшаççӗ.
Чăн-чăн салтак туслăхӗ вăл вутра-шывра пиçӗхсе вăхăтпа тӗрӗсленет те ӗмӗр тăршшӗпех пырать. Вăрçă вучӗ витӗр тухнисем çакна лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен хăйсем çинче туйнă. Тен, çавăнпах пуль çар ветеранӗсем Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнă пирвайхи кунсенчех салтаксене пулăшма тытăнчӗç. Кун пек çӗрте салтака мӗн кирлине вӗсенчен лайăхрах кам пӗлтӗр-ха тата? Çӗпрел районӗн Çар ветеранӗсен канашӗ те акă пӗрремӗш кунранпах çак пархатарлă ӗçе илсе пырать. Канашăн ертӳçи Виктор Петрович Петухов Ульяновск хулинче пурăнакан тепӗр ентеш-ветеранпа Владимир Егорович Ярухинпа гуманитари пулăшăвне леçме Донбаса кайса килчӗ. Сăмах май, Виктор Петровичăн хăйӗн ывăлӗ те ятарлă çар операцине хутшăннă салтак.
Районти Афган вăрçин втеренӗсем ӗç ветеранӗсемпе пӗрле март уйăхӗнче кăна-ха салтаксем валли темиçешер курупка килте каснă салма, печени тата ытти апат-çимӗçпе чи кирлӗ япаласем ăсатрӗç. Гуманитари пулăшăвне пухма вӗсем пӗрре те чарăнман. Апрелӗн 10-мӗшӗнче Хусанта тата 4 бензопăчкă туяннине пӗлтерчӗ Виктор Петрович. Кун валли укçа-тенке Ульяновск облаçӗнчи Карлинское ялӗнчи 80-ри Валентина Петровна Кондрашкинăпа Ульяновск хулинчи Дарья Махмутова адвокат панă иккен. Палăртса хăварам, Виктор Петрович салтаксем валли хăй шутӗнчен те нумай япала туянать, хальхинче те бензопăчкă валли хăй укçине хушнă.
Çӗпрел ветеранӗсем чăнах та хастар. Афганистанра, Чечняра пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗсене кашни çул тӗрлӗ акци ирттерсе пулăшма тăрăшаççӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче тепӗр ырă кăмăллă ӗç пуçарнă, апрелӗн 30-мӗшӗччен районти ялсенчи масарсене çитсе Афганистан, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксен вилтăприсене пăхса çаврăнма тӗллев лартнă. Çапла майпа вӗсем вилтăприсем мӗнле шайрине пăхнисӗр пуçне çӳп-çапран тасатаççӗ, ванни-туснине юсама тăрăшаççӗ.
Çын вăл çӗр çинче икӗ хутчен вилет теççӗ: пӗрремӗшӗнче чун тухсан, иккӗмӗшӗнче – мансан. Шансах тăратăп, Виктор Петрович Петухов тата унăн юлташӗсем пек ветерансем пур чухне Çӗпрел тăрăхӗн пуç хунă салтакӗсенчен пӗри те манăçмасть, кашни асра юлса чӗресенче упранать. Урăхла пулаймасть,салтак салтака нихăçан та пăрахмасть. (Виктор Петухов сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев