Чӗрчунсен тӗнчине упраса хăварас тӗлӗшпе инновациллӗ технологисене кӗртекен центрăн пăланӗсем мăйракисене пăрахма пуçланă
Центрăн марал ферминче çуркунне çитни уйрăмах сисӗнет, мăйракаллă пăлансем сахалланса пыраççӗ. Çук, вӗсен шучӗ чакмасть, пăлан вăкăрӗсем çак вăхăтра мăйракисене пăрахаççӗ.
«Вӗсемшӗн ку питӗ пысăк çăмăллăх, пуçӗсем кăштах кӗçӗтеççӗ пулсан та», – тесе пӗлтерет Чӗрчунсен тӗнчине упраса хăварас тӗлӗшпе инновациллӗ технологисене кӗртекен центрăн директорӗ Александр Наумов.
Уйăх çурăран маларах ӳснӗ мăйракасен тӗлӗнчен çӗннисем ӳсме пуçлаççӗ. Вӗсем талăкне пӗр сантиметр ӳсеççӗ, çавăнпа та пăлансен туй сезонӗ валли амасемшӗн кӗрешмелӗх çирӗп мăйрака пулать.
Пăлан ӗнисем пирки калас пулсан, вӗсем хальхи вăхăтра пăрулама хатӗрленеççӗ.
ТР Биоресусрссемпе патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев