Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖРШЫВА ЮРАТАССИ ТĂВАН ЯЛТАН ПУÇЛАНАТЬ

Ачасенче тăван ен историне пӗлес килни, кăсăкланни палăрчӗ

Нарăсăн 10-мӗшӗнче вара музейре тепӗр мероприяти иртрӗ. Çӗнӗ Упири тӗп шкул вӗренекенӗсем, «Тăван ен историйӗ» предмета тӗплӗнрех вӗренес тӗлӗшпе, «Хăвăн тăван ялна пӗлетӗн-и?» таврапӗлӳ вăййине хутшăнчӗç.

 

Хамăр çуралса ӳснӗ ял-хулана юратмасăр çӗршыва юратаймăн. Тăван çӗршыва юратасси хамăр кил-йышпа çемьене, ял тăрăхне юратнинчен пуçланать. Хамăр çӗршыва чăннипех юратас тесен ăна лайăх пӗлмелле. Çакна вара кӗнекесем пулăшнипе тума пулать. Таврапӗлӳпе çырнă кӗнекесем вуламалла, историпе йăла-йӗркисене те пӗлмеллех.

Вăййа хутшăнакансем хăйсене сӗннӗ заданисене пурнăçларӗç.  Районпа ял историне пӗлнине кăтартрӗç, тăван тăрăх çутçанталăкӗпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларӗç. Кунта мӗнле сиплӗ курăксем ӳснине те тишкерчӗç, паллă ентешсем çинчен те нумай пӗлеççӗ иккен, ял урамӗсене сăнӳкерчӗкӗсем тăрăх пӗлчӗç.

Кашни ыйту çине тӗрӗс хурав шырарӗç, тӗпчерӗç. Ачасенче тăван ен историне пӗлес килни, кăскланни палăрчӗ. 

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев