Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр хăрушсăрлăх служби валли ятарласа хатӗрленӗ установкăллă «Москвич 3» автомобиль Тутарстанра хальлӗхе çук

ИТ-специалистсем çывăрмаççӗ, кашни сфера валли вӗсен интереслӗ решенисем пур. Смоленскри «Арсенал 67» компани, сăмахран, çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн служби валли «Кибер шериф» программа аппарачӗн установкине хатӗрленӗ. Мӗнле япала-ха вăл?

Иртнӗ эрнере Хусан темиçе кунлăха Раççей цифровизацийӗн тӗп хули пулса тăрса ку енӗпе те лидерлăха хăйӗнче хăварма пултарассине çирӗплетрӗ.  Kazan Digital Week форума 31 çӗршывран пурӗ 5,7 пин çын регистрациленнӗ. Пӗтӗмпе тӗрлӗ сферăсене пырса тивекен 34 çавра сӗтел ӗçӗ йӗркеленнӗ, мастер-классемпе секцисем кăна 107 яхăн иртнӗ, цифровизаци проблемисемпе çӗнӗлӗхӗсене сӳтсе явнă çӗре 900 ытла спикер хутшăннă. Ӗçлӗ килӗшӳсен шучӗ 37 танлашнă.

Kazan Digital Week курав центрӗнче пăхса çӳренӗ чух ИТ-технологисем хăйне пӗр тӗнче пулнине ăнланатăн. Çиçӗмле хăвăртлăхпа пурнăçа çӗнӗ профессисемпе специализацисем кӗрсе пыраççӗ. Çавна май нумай отрасле çӗнӗлӗхсемпе пӗрле улшăнусем  кӗреççӗ. Чи кирли цифровизаци тренчӗсенчен юлса пымасăр кирлӗ кадрсем хатӗрлесси. Ку ыйту кашни отрасльрех çивӗч тăрать.

ИТ-специалистсем çывăрмаççӗ, кашни сфера валли вӗсен интереслӗ решенисем пур. Смоленскри «Арсенал 67» компани, сăмахран, çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн служби валли «Кибер шериф» программа аппарачӗн установкине хатӗрленӗ. Мӗнле япала-ха вăл? Ун çинчен компани специалисчӗ Дарья Щелокова каласа пачӗ. Çӗнӗ установкăна патруль машини тăрринчи çутă сигналӗ ăшне кӗртсе лартнă. Калас пулать, установкăна «Москвич 3» автомобиль çине вырнаçтарнă. Раççей автопромӗн çӗнӗ машни хальхи дизайнпа илӗртет. Салонӗ те хăтлă, анлă. Тӗрлӗ çӗнӗлӗхсем юратакансене борт компьютерӗ килӗшӗ. Техника характеристики мӗнле пулӗ те, анчах пăхма илемлӗ çӗнӗ автомобиль. Сăмах май, ТР Раисӗ те интересленсех сăнарӗ çӗнӗлӗхе.

  • Пирӗн специалистсем сигнализацин конструкцине улăштармасăрах ун ăшне ятарлă программа установкине лартма пултарчӗç, – терӗ Дарья хăйсен ИТ-продукчӗпе паллаштарма пуçласа. –  Вăл йӗрке пăснин 5 тӗсне палласа шута илме пултарать. Çавсен шутӗнче: хăвăртлăх режимне ӳстерни, парковка, чарăну, автобус çулӗпе пыни, хирӗç çул çине тухни.

Комплекс хăй таврашӗнче мӗн пулса иртнине 360 градус таранах сăнаса фиксацилеме пултарать. Çакна çутă сигнализацийӗн периметрӗпе вырнаçтарнă камерăсем тума пулăшаççӗ. Айккинче вырнаçтарнă камерăсем сăн-пите те асра тытса юлаççӗ. Урăхла каласан, тротуарпа пыракан çынна аса илсе юлаççӗ. Ку шырав ӗçӗсене ирттерессине самай çăмăллатать.  

Ун сăмахӗпе, çӗнӗ установкăна Раççейре тест шайӗнче тӗрӗслеме пуçланă та ӗнтӗ. Красноярск, Мурманск, паллах, Смоленск хулисене вăл çитнӗ. Мускавра хăш-пӗр службăсем виççӗмӗш çул усă кураççӗ. Нумай пулмасть Пермьри тата Кироври çул-йӗр службин управленийӗсем интересленме пуçланă.

  • Форум хыççăн Тутарстан та интересленессе шанатăп. Кунта питӗ ӗçлесе пăхас килет, – терӗ Юлия Щелокова.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество