Çула тухас умӗн ачана ятарлă кресло çине лартма ан ман!
Июлӗн 14 – 24-мӗшӗсенче Тутарстанра Патшалăх автоинспекцийӗ «Ача – тӗп пассажир!» профилактика акцийӗ ирттерет. Унăн тӗп тӗллевӗ – ачасене, вӗсен ашшӗ-амăшне çул çинче тимлӗ пулма вӗрентесси.
Кăçал ачасем хутшăннипе 69 авари пулнă, вӗсенче 5 ача вилнӗ, 81-шӗ суранланнă. Ачасене йӗркене пăсса машинăпа илсе çӳренине пула 9 аварире пӗр ача вилнӗ, 13-шӗ суранланнă. Тен, йӗркене пăсман пулсассăн ачасем сывă юлӗччӗç?..
Раççей Федерацийӗн çул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, 7 çула çитиччен ача автомашинăра ятарлă креслăпа кăна, 7 – 11 çултан хыçалти ларкăч çинче пиçиххипе çыхăнса çӳремелле. Анчах та автоинспекторсем ачасене 12 тултариччен ятарлă автокреслăпа, хăрушсăрлăх пиççихийӗпе çыхăнса илсе çӳреме ыйтаççӗ. Мӗншӗн тесен хыçалта пиçиххипе кăна çыхăннă ачасем аварисенче суранланнă тӗслӗхсем нумай.
Кăçал ГИБДД ӗçченӗсем ача-пăча креслисемпе усă курман 5 пин ытла водителе тытса чарнă. Çак йӗркене пăснăшăн 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Патшалăх автоинспекцийӗ тимлӗ те асăрхануллă пулма сӗнет, çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнмаллине аса илтерет. Ятарлă креслăсем авари вăхăтӗнче аманасран, вилӗмрен сыхланма пулăшакан хатӗр пулнине манмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев