«Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче чи пултаруллисене тупса палăртасшăн
Октябрӗн 20-мӗшӗнчен «Тутарстан хӗрарăмӗсем» регионти обществăлла организаци пуçарнă çулсерен иртекен «Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсне заявка йышăнас кампани пуçланчӗ. Ăна ТР Раисӗ тӗрев панипе ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви, ТР Культура министерстви, ТР Çын прависемпе ӗçлекен уполномоченнăйӗ тата ТР Профсоюзсен федерацийӗ пӗрле ирттерет.
Конкурсăн тӗп тӗллевӗ – республикăри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывакан хӗрарăмсене тупса палăртасси.
Çӗнтерӳçӗсене «Хӗрарăм – анне, «Хӗрарăм – культура тата ăс-хакăл», «Хӗрарăм – ăсчах», «Манăн шăпа – манăн професси», «Хӗрарăм – лидер», «Хӗрарăм – бизнес-леди», «Виççӗмӗш ӳсӗмри героиня», «Хӗрарăм – çулталăк тӗслӗхӗ» номинацисемпе палăртаççӗ. Çавăн пекех конкурсра хӗрарăмсен обществăлла организацийӗсене регионăн социаллă ырлăхне аталантарма, çемьене, ачасене пулăшнăшăн, ӗç коллективӗсенче лайăх условисем туса панăшăн арçынсем валли ятарлă номинацисем те пур – «Арçын – лидер» тата «Арçын – пархатарлă чӗре».
Конкурс тапхăрӗсем:
октябрӗн 20 – мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 30-мӗшӗччен муниципаллă тапхăр;
декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 10-мӗшӗччен зона тапхăрӗ.
Финал Хусанта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн иртет.
Конкурса хутшăнас тесен анкета тултармалла, видеоролик-самопрезентаци туса «Тутарстан хӗрарăмӗсем» регионти обществăлла организацин районти уйрăмӗн электронлă почти çине ярса памалла. Заявкăсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев