Тутарстан Раисӗпе Рустам Миннихановпа кăçал çуркуннехи ярмаркăсене мартăн 18-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 22-мӗшӗччен ирттермелли пирки калаçса татăлнă
Çакăн çинчен республикăн ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров Татпотребсоюзăн çулталăка пӗтӗмлетекен пухăвӗнче пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗр 22 ярмарка ирттернӗ. Вӗсенче 2,1 миллиард тенкӗлӗх продукци сутнă. Çав шутра Татпотребсоюза кӗрекен организацисем – 200 миллион тенкӗлӗх», – тенӗ министр.
Нет комментариев