Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тăкакӗсем 9 процента ӳсӗç
Çынсен пурнăçӗнче декабрӗн 1-мӗшӗнчен мӗн улшăнни çинчен
Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх тăкакӗсем вăтамран илсен 9 процента ӳсӗç, çапах та ку эсир хăш регионта пурăннинчен килет. ТР Экономика аталанăвӗн министерстви шутланă тăрăх, виçӗ çынран тăракан çемьешӗн ÇКХ услугисемшӗн уйăхсерен куçармалли тӳлев 324 тенке ӳсет. Тарифсен черетлӗ ӳсӗмӗ çитес çулхи июльте кăна пулмаллаччӗ, анчах та министерство «ÇКХ отраслӗ çӗршывӗпе чарăнмасăр ӗçлетӗр тесе, инфраструктура аталантăр тесе» индексаци срокӗсене куçарма шутланă. Чиновниксем шантарнă тăрăх, тарифсен тепӗр ӳсӗмӗ 2024 (!) çулхи июль уйăхӗнче кăна пулмалла. Çапла пултăрччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев