Çутман фарăшăн та штраф
Çӗнӗ хыпарсем

Çутман фарăшăн та штраф

Тутарстанри çулсем çинчи фотовидеофиксаци камерисем фарисене çутмасăр пыракан машинăсене уйăрма пуçланине пӗлтерет Патшалăх автоинспекцийӗ.

Çул-йӗр правилисене çапла майпа пăсакан водительсене закон тăрăх административлă явап тыттараççӗ, урăхла каласан штраф тӳлеттереççӗ. Камерăсене хирӗç çул çине тухнипе авари пулас хăрушлăх пысăк вырăнсене вырнаçтарнă. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


гибдд рт пдд

Нет комментариев