Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи инфекци больницинче тӗпрен юсанă хыççăн «А» блок уçăлнă

Çакăн çинчен журналистсене Автохулан Сывлăх сыхлав управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ

Блока уçас церемонире Çырчаллин мэрӗ Наиль Магдеев хутшăннă. Вăл çӗнетнӗ çурта курса çаврăннă, больница мӗнлерех улшăннине хакланă. 
«Персонала кăна мар, чи малтан пациентсене кунта меллӗ пултăр тесе пур вăйран тăрăшатпăр», – тесе палăртнă хулари инфекци больницин тӗп врачӗ Ришат Нугуманов. Çӗнӗ сиплев блокӗ 56 пациента вырнаçтарать. Кирлӗ пулсан койкăсен вырăнне 72 таран ӳстерме пулать. 
Капиталлă юсав «Г» блокра малалла тăсăлӗ. Унта пиллӗкмӗшпе улттăмӗн инфекци уйрăмӗсене тата йышăну уйрăмне çӗнетӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев