Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи Мир проспектӗнчи улмуççисене çӗнӗ çулхи гирляндăсемпе илемлетӗç

Çуркуннепе çулла Мир проспектчӗн тăршшӗпе лартса тухнă улмуççисем автохулан илемӗ пулса тăраççӗ. Ăна хӗлле те палăртас тесе çырчаллисем гирляндăсемпе илемлетме шутланă.

Хулан тӗп архитекторӗн Малика Шамсиевăн сăмахӗсемпе, аллейăна тӗс гаммипе пӗрлештернӗ гирляндăсем уйрăм сăн-сăпат кӗртӗç. «Мир проспекчӗпе икӗ енчен те 756 çутă консолӗ пур. Çутатса тăракан юр пӗрчисем, çӗнӗ çулхи шарсем, пилӗк минутсăр 12 çитнине пӗлтерекен сехетсем улмуççисен капăрлăхне тата та илемлетсе тăрӗç», – тенӗ архитектор.
Проспектсем хӗресленнӗ вырăнта хула гербне сăнлакан консольсем вырнаçтарӗç. 
nabchelny.ru портал сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев