Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çывăх вăхăтра Шупашкарта чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсем валли семинар-канашлу йӗркелеççӗ

Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн президенчӗн Леонид Черкесовăн шухăшӗпе, Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ хыççăн тӗп пӗтӗмлетӳ тумалла: чăваш халăхӗн хăйне евӗрлӗ культурине малалла аталантарас тесе тăвакан ӗçе вăйлатмалла.

«Паллах, ăна историлле иртнисӗр йышăнма çук. Анчах та меслетсем чи хальхисем пулмалла. Çав шутра чӗлхене вӗренесси те. Унсăрăн ачасемпе çамрăксене наци еткерлӗхӗпе интереслентерме пулмасть, вăл мӗнле чаплă пулсан та. Хамăр халăха упрама эпир ламран лама тăван культурăна, чӗлхене, йăласене парса пырсан кăна пултаратпăр. Çак тытăмсенчен этемӗн наци ăнкарулăхӗ йӗркеленет те», – тенӗ Леонид Ильич.    
Леонид Черкесов хушса каланă тăрăх, Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ пуçарнипе çывăх кунсенче Шупашкарта семинар-канашлу йӗркелеççӗ. Унта хальхи лару-тăрура чăвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсен стратегине сӳтсе явӗç. Кун йӗркине чăваш чӗлхипе наци культурин никӗсӗсене Чăваш Енре тата унăн тулашӗнче вӗрентес, тăван чӗлхене Интернет уçлăхӗнче сарас, Раççей регионӗсенчи чăваш наципе культура автономийӗсене патшалăх пулăшăвӗ парас ыйтусене кӗртнӗ. 

ЧР Патшалăх Канашӗн пресс-службин тата Т.Васильеван сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев