Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 1-мӗшӗнче Раççейре Çар мухтавӗн кунне паллă тăваççӗ

Ăна 1853 çулта П.С.Нахимов адмирал ертсе пынипе вырăс эскадри Синоп мысӗ патӗнче туркăсен эскадрине аркатнине халалланă.

Çак куна асăнса Хура тинӗс флочӗ Севастопольте мероприятисем ирттернӗ. 
Адмиралсене пытарнă Владимирски собор-усыпальницинче кӗлӗ вуласа М.П.Лазарев, П.С.Нахимов, В.А.Корнилов, В.И.Истомин адмиралсен вилтăприсем çине чечексем хунă. Каярах Нахимов лапамӗнче митинг ирттерсе П.С.Нахимов палăкӗ умне чечек кăшăлӗсем хунă. 
Унсăр пуçне паян Севастополь бухтинче Тăван çӗршывшăн пуçӗсене хунă черноморец-моряксене асăнса чечек кăшăлне шыва антарнă. Асăну мероприятийӗсем Севастопольти Флот офицерӗсен çуртӗнчи концертпа вӗçленнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев