Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Депутатсем çамрăксем хатӗрленӗ проектсене кăмăлланă

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствинче тӗрлӗ халăхсен çамрăксен хастарӗсем ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗпе Марат Ахметовпа, Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука, наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитетăн председателӗпе Айрат Зариповпа, Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Рамиь Тухватуллин актерпа тата ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗпе Тимур Сулеймановпа тӗл пулнă.

Тӗлпулура çамрăксем хăйсен проекчӗсемпе паллаштарнă. Вӗсен тӗллевӗнче тăван чӗлхене упраса хăварасси кăна мар, културăна сарса çак ӗçе çамрăксене явăçтарасси те. 
Удмуртсен пӗрлешӗвӗн çамрăксен лидерӗ Оля Чайникова Удмуртсен культурин регионсем хушшинчи «Мурдовай» конкурсне презентациленӗ. Хатӗрлекенсен шучӗпе çак конкурс халăхăн чи пӗчӗк представителӗсен хушшинче чӗлхене сарма пулăшмалла. 
Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен лидерӗ Юлия Еремеева чăваш культурине аталантарас тӗлӗшпе регионсем хушшинчи çамрăксен «АТАЛАН» пултарулăх фестивальне еплерех ирттересси çинчен каласа панă. Проектра мастер-классем, историпе тата культурăпа çыхăннă лекцисем тата, паллах, çамрăксен концерчӗ кӗнӗ.  
Ачасен «Марийская радуга» этнокультура фестивалӗпе Хусанти мари çамрăкӗсен лидерӗ Алиса Малова паллаштарнă. 
Депутатсем çамрăксене проектсем пирки ыйтусем панă. Пӗтӗмӗшле илсен вӗсем хатӗрленӗ ӗçсемпе кăмăллă юлнă.  

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев