Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Депутатсем салтакра пулнӑ вӑхӑта ӗҫ стажне кӗртме сӗнеҫҫӗ

Закон проектне йышӑнас пулсан, вӑл 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вӑя Депутатсем салтакра пулнӑ вӑхӑта ӗҫ стажне кӗртме сӗнеҫҫӗ

 Вӑхӑт ҫитмесӗр пенсие тухас текенсене ҫар хӗсметне ӗҫ стажне кӗртме ирӗк паракан закон проектне Патшалӑх Думине пӑхса тухма тӑратнӑ. 

"Патшалӑхшӑн тата обществошӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑран, хӗсметре тӑнӑ срока вӑхӑт ҫитмесӗр пенсине тухнӑ чухне ӗҫ стажӗ пек шута илмелле. Ку терӗс пулать",– тесе шутлать "Единая Россия" партин генеральнӑй канашӗн секретарӗ Андрей Турчак.

Паянхи куна вӑхӑт ҫитмесӗр пенсие тухма 42 ҫул стаж пухнӑ арҫынсем тата 37 ҫултан сахал мар ӗҫленӗ хӗрарӑмсем пултараҫҫӗ. Ӗҫ стажне ӗҫленӗ тата больничныйсенче пулнӑ вӑхӑта кӑна кӗртеҫҫӗ. 

Закон проектне йышӑнас пулсан, вӑл 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев