Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ĕç профессийӗсене вӗрентме виртуаллӑ тренажер

Тутарстанра инжиниринг центрӗ Хусанти патшалӑх культура институчӗн никĕсĕнче ӗç профессийӗсене виртуаллӑ вӗрентессин тренажер комплексне хатӗрленӗ. Вăл опытсӑр ӗçчене кӑткӑс алӑ операцийӗсене астуса юлма тата вĕсене пурнӑçлама хӑнӑхтарать. Кун пирки Хусанти патшалӑх культура институчӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Инжиниринг центрӗн директорӗ Шамиль Султанов каласа панӑ тӑрӑх, тренажер комплексӗпе усӑ курни çынна харӑсах темиçе форматпа – визуальлӑ, текст тата аудио-инструкци евӗр информаципе тивӗçтерет, унӑн пахалӑхне çухатмасӑр 2-3 хут вӗрентӳ вӑхӑтне чакарать.

«Йӑлана кӗнӗ мелсемпе усă курсан ĕç профессийӗсене хӑнӑхтарни темиçе уйӑха тăсăлма пултарать, тренажерпа усӑ курни вара çак вăхăта 3-4 эрнеччен чакать», — палăртса хăварнă  Шамиль Султанов.

Промышленностьри проектсен управленийӗн центрӗнче Хусанти патшалӑх культура институчӗн никĕсĕнче инжиниринг центрне туса хуни Раççей экономикишӗн питӗ актуаллӑ тесе палӑртнӑ. Хусанти ӑсчахсем хатӗрленĕ тренажер комплексне çитес вӑхӑтра вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан сферӑра та, тухӑçлӑ программӑсемпе тата методикӑсемпе кӑсӑкланакан промышленность предприятийӗсен  ĕçченесене çӗнӗрен вӗрентес ӗçре те  усӑ курӗç.

Хусанти патшалӑх культура институчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: рабочие профессии