Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элметсен акана тухма техника ҫителӗклӗ

Уҫӑмсен лаптӑкӗн 71 процентне удобренипе апатлантарнӑ.

Элмет районӗнче паян Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл аграрисемпе тӗлпулса ҫуракипе уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынине паллашнӑ.
Механизаторсемпе тата хуҫалӑх ертӳҫисемпе тӗл пулу Токарликов хуҫалӑх предприятийӗн уйӗнче иртнӗ. ТР Президентне кӗрхи культурăсем валли 12 пин ытла ҫӗр уйӑрни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл хирсен лаптӑкӗн 71 процентне удобренипе апатлантарнӑ.
Сӑмах май, кӑҫалхи тырпула туса илме гектар пуҫне 40,2 кг имҫам хатӗрленӗ. Элмет районӗнчи пӗтӗм хуҫалӑха вӑрлӑхпа тивӗҫтернӗ. Ака кампанине тытӑнма аграрисен техника ҫителӗклӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра темиҫе хуҫалӑхра акана тухма палӑртаҫҫӗ.
Рустам Минниханов ҫураки-уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтлӑ туса ирттермеллине, тыр-пул пахалӑхне тивӗҫтермеллине палӑртнӑ. Вӑл акара ӗҫлекен мӗнпур структурӑна коронавируса пула йышӑннӑ санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене пӑхӑнса пыма хушнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев