Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Экоçуркунне: ветерансене пулăшма, аллейăсемпе парк-скверсене тирпейлеме хутшăн!

Тутарстанра «Экоçуркунне» акцин 6-мӗш эрни пуçланчӗ. «Пирӗн паттăрсем юнашар пурăнаççӗ» ят панă ăна. Çӗнӗ тапхăра Аслă Çӗнтерӗве тата ятарлă çар операцийӗнче кӗрешекенсене халалланă.

«Акци вăхăтӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе ятарлă çар операцийӗн салтакӗсен çемйисене çурт-йӗр таврашне тирпейлеме тата мемориалсемпе палăксене, Мухтав аллейисене тирпейлеме, сăрласа çӗнетме пулăшма ыйтатпăр. Ку вăл мирлӗ тӳпешӗн кӗрешнӗ хамăр паттăрсене сума суни»,– тесе пӗлтерет ТР Экологи министерствин пресс-служби.

Акцие хутшăнас тесен задание пурнăçласа кун пирки «ВКонтактери» страницăна пост çырса лартмалла та отчета май уйăхӗн 10-мӗшӗччен çак ссылкăпа  кӗрсе https://vk.ru/app7062840#mineco_rt_konkurs&force=1 министерствăн чат-ботне ямалла. Енчен те хальччен акцие хутшăнман пулсан, малтан пысăках мар анкетăна тултармалла, ун хыççăн ботпа диалог хăй тӗллӗнех уçăлать.

Санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗн хӳттипе апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланнă «Экоçуркунне» акцин пилӗк эрнинче активистсем 7,5 пин мероприяти йӗркеленӗ.

Конкурс çинчен тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать. https://eco.tatarstan.ru/file/pub/pub_4979075.pdf

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Эковесна