Экологи конкурсне хутшăнма васка
«Экологическое благополучие» наци проекчӗ шайӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви «ЭКОлидер» республика конкурсне иртерет. Заявкăсене ноябрӗн 15-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Унта çутçанталăка сыхлас тата хӳтӗлес енӗпе пурнăçа кӗртекен проектсемпе ӗçлекен предприятисем, вӗренӳ заведенийӗсем, общество организацийӗсемпе журналистсем хутшăнма пултараççӗ.
Конкурс номинацийӗсем:
- Организацисемпе уйрăм предпринимательсем валли: шыв ресурсӗсемпе атмосфера сывлăшне сыхлассинчи, каяшсене пухса тирпейлессинчи, экологи хăрушсăрлăхӗн чи лайăх проекчӗсем.
- Вырăнти хăйтытăмлăх органӗсем валли: муниципаллă йӗркеленӳсен тата ял хутлăхӗсен территорисенчи тавралăха сыхлас сферăри çитӗнӳсем.
- Экологи пӗлӗвӗ паракан сферăшăн: ача сачӗсенчи, шкулсенчи, аслă вӗренӳ заведенийӗсенчи тата хушма пӗлӳ паракан организацисенчи чи лайăх проект.
- Педагогсем валли: ача сачӗсенче, шкулсенче тата аслă шкулсенче тăтăшах иртерекен экологин çутӗç ӗçӗ.
- СМИ тата блогерсем валли: чи лайăх телесюжет, радиоэфир, электронлă СМИ материалӗ, пичет кăларăмӗсенче пичетлени, чи лайăх экоблогер е видеограф ячӗ.
- Общественность валли: общество пӗрлешӗвӗсемпе граждансем валли икӗ ятарлă номинаци.
Унсăр пуçне Тутарстан Республикин чи лайăх патшалăх инспекторӗн ӗçне те палăртӗç. Çӗнтерӳçӗсене «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче декабрӗн 25-мӗшӗнче палăртаççӗ.
Заявкăсене ноябрӗн 15-мӗшӗччен Eco.pros@tatar.ru электронлă адреспа ярса пама пулать е ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствине (Хусан хули, Павлюхин урамӗ, 75-мӗш çурт, каб. 108) экологи çутӗç тата общество организацийӗсемпе çыхăнса ӗçлекен уйрăма кайса памалла.
ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев